Ял пурнӑҫӗ
![]() Канашлу вӑхӑтӗнче Услам илес тесе теприсем тем тума та хатӗр. Эрех черккине путнисен чирӗпе усӑ курса теприсем, ав, спиртлӑ хатӗрсене сутаҫҫӗ. Халӑхра вӗсене «фанфурик» тенипе пӗлеҫҫӗ. Саккунӗ вӗсене сутма чармасть. Пит-куҫа тасатма тесе ҫырнӑскерсене ирӗклӗнех ярӑнтараҫҫӗ вара ун йышшисем. Вӗсене туянакансенчен ытларахӑшӗ ӑна ал-урана сӗрме туянманнине пӗлмен ҫын ҫук-тӑр. Муркаш районӗнче пӗчӗк тата вӑтам уҫсламҫӑсен инвестици вӑй-халне сӳтсе явма пухӑннӑ ларура ытти ыйтупа пӗрлех «фанфурик» темине те хускатнӑ. Сӑмах май, районӑн тӗп тухтӑрӗ В.Г. Данилов район администрацийӗнче иртнӗ пӗр планеркӑра ҫав хатӗре сутса укҫа тӑвакан усламҫӑсен хакӗ ниме тӑмасть тесех палӑртнӑ. Ҫын инкекӗпе усӑ курса укҫа тӑвакансем совеҫе сутса яманах-тӑр тесе муркашсем тем пекех шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Муркаш районӗнчи Турай ялӗн ачисем шкула ҫӳхе пӑр тӑрӑх утаҫҫӗ. Нимӗн те тӑваймӑн — шкула ҫитмешкӗн пӗве урлӑ каҫмалла. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтерет. Вӑрӑм пӗве Турай ялне икӗ пая уйӑрать. Шкул вара ҫуртсен леш енче вырнаҫнӑ. Ачасен е кӳршӗ ял урлӑ ҫаврӑнмалла (кун пек 3 ҫухрӑм пулать), е тӳрех пӗве урлӑ каҫмалла. Шӑпӑрлансем, уйрӑмах аслӑ классенче вӗренекенсем, кӗске ҫула суйлаҫҫӗ. Ҫитӗннисем вара ҫакна хӑраса сӑнаҫҫӗ. Малтан ачасем шкул автобусӗпе ҫӳренӗ. Халӗ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Павлов каланӑ тӑрӑх, вӑл илсе ҫӳреймест. Автобуса сӗрмелли-ҫунтармалли материалсемпе тивӗҫтермешкӗн укҫа сахал уйӑрнӑ-мӗн. Николай Павлов пӗве урлӑ кӗпер хывмашкӑн та укҫа ҫуккине пӗлтернӗ. — Пӑр шӑтӑртатать, ачасем ҫапах ҫӳреҫҫӗ. Халӗ, ҫуркунне хӑш вырӑнта пӑр катӑлассине пӗлеймӗн, — тенӗ ялта пурӑнакан пӗр ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пушӑн 27-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, Канаш районӗнче терлӗ мероприяти иртнӗ. Ачча ял тӑрӑхӗнче халӑх пултарулӑхӗн «Иксӗлми Канаш ен ҫӑлкуҫӗсем» район фестивалӗпе килӗшӳллӗн черетлӗ курав пулнӑ. Аччари тата Пайкилтри ушкӑнсем концерт кӑтартнӑ. Сцена ҫинче ӳнер пултарулӑхӗн мӗн пур жанрӗ пулнӑ. Пайкилт ял тӑрӑхӗнчи Николайпа Марина Семеновсем «Юрату утравӗ» юрра шӑрантарнӑ. «Хӗлхем» вокал ансамблӗ «Край родной», «Пурнӑҫ урапи» юрӑсене, Ирина Чернова «Сарӑ кайӑк» юрра юрланӑ. Ачча ял тӑрӑхӗнчи «Шевле» фольклор ансамблӗ путарулӑхӗпе кашнинчех тӗлӗнтерет. Хальхинче те вӑл куракансене тыткӑнланӑ: халӑх юррисем шӑрантарнӑ, тӑван тӑрӑхӗнчи йӑлапа паллаштарнӑ. Ачча шкулӗнчи 3-мӗш класра вӗренекен Ангелина Лаврентьева «Авас терӗм» юрӑпа сцена ҫине тухнӑ. Валерий Корытников «Вӑрман кӳллинче» шӑрантарнӑ. Сӑнсем (5) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Красноармейскинчи халӑх театрӗ аллӑ усса лармасть. Пултарулӑх ушкӑнӗ спектакльпе ялсене тухса ҫӳрет. Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх театрӗ Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхне кӗрекен Анаткас ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче пулнӑ. Ял халахӗ артистсене тарават йышӑннӑ, спектакль кашнин кӑмӑлне кайнӑ. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче театр Алманч ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» спектаклӗ кунти халӑха та килӗшнӗ. Ҫак камит куракансен кӑмӑлне ҫӗклет. Красноармейскинчи халӑх театрӗ ҫитес вӑхӑтра спектакльпе кӳршӗ районсене тухма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Патшалӑх нумай ачаллӑ ҫемьесен пулӑшма тӑрашать. Виҫҫӗмӗш ачашӑн ав тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ параҫҫӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнче кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 25 ҫемье черетре тӑнӑ. Кунта саккун вӑя кӗнӗренпе 11 ҫемье ҫӗрлӗ пулнӑ. Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан Ольгӑпа Александр Тагайкинсем сертификат чи пӗрремӗш илнӗ. Ку 2011 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулнӑ. Вӗсем ҫав лаптӑк ҫинче ҫурт ҫӗклеме тӗллевленнӗ. 2012 ҫулта вӗсем ӗҫе пуҫӑннӑ. Халӗ ҫӗнӗ ҫуртӑн шал енчине ҫеҫ туса пӗтермелле. Ӑна ҫемье пуҫӗ Александр хӑйех пурнӑҫлать. Ҫутӑпа газ та кӗртмелле. Хальлӗхе ку ыйтӑва администрацире уҫӑмлатаҫҫӗ. Тагайкинсен виҫӗ ача. Аслисем Миленӑпа Даниил шкула ҫӳреҫҫӗ. Кӗҫӗнни ача пахчине кӑна-ха. Александр усламҫӑ, арӑме вара ӑна пулӑшса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Иккӗшӗ пӗр-пӗринпе мӗнле ҫыхӑннӑ-ши тесе пуҫ вататӑр пулӗ те, анчах Канаш хӗрӗсем теннисла вылянине Пӗтӗм Раҫҫейре наркотика хирӗҫле иртекен «Сывлӑхшӑн тата ачамӑрсен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн» тата «Ҫамрӑксем — сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркишӗн» акцисен шучӗпе корт умне тӑнӑ. Ӑмӑртӑва Уҫырма ял тӑрӑхӗнчи Культура аталанӑвӗн тата вулавӑш тивӗҫтерӗвӗн центрӗнче ирттернӗ. Теннисла выляс шухӑшлӑ хӗрсене асӑннӑ учреждени ертӳҫи Юлия Николаева пухнӑ. Теннис ракеткине тытнисем вӑйӑ кӑмӑла кайнине, ӳлӗмрен те корт умне тӑма хирӗҫ маррине палӑртнӑ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пулла ҫӳреме юратакана нимле ҫанталӑка та пӑхса тӑмӗ-ха. Элӗксем ҫапах та пӑр катса пулӑ тытассипе ӑмӑртма шут тытнӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттерекен ӑмӑртӑва кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут пысӑкрах йышпа пухӑннӑ иккен. Пулӑҫсем ирхи ҫиччӗрех пуҫтарӑннӑ. Кӑҫал пулӑ питӗ кутӑнлашать, вӑлтана йӑпӑр-япӑр ҫакланмасть те Ассакасси ялӗ патӗнчи пӗвере тытса пӑхас тенӗ. Тупӑшмалла пулӑ тытнӑ чух пӗлтӗр ҫанталӑк вӑйлӑ ҫилпе тата юр ҫунипе кансӗрленӗ. Кӑҫал пуш уйӑхне пӑхмасӑрах ҫумӑр лӳшкеме пуҫланӑ. Ҫӗнтерес туйӑмпа пынӑ ҫынна ҫав хӑраттӑр-и вара! Пулӑҫсем тӑватӑ номинацире: «Чи нумай тытни», «Чи хӑвӑрт пулӑ», «Чи пысӑк пулӑ», «Чи пысӑк шӑтӑк» ятлисенче, тупӑшнӑ. «Чи хӑвӑрт пулӑ» текенни пуринчен малтан ҫаклатмаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тума «Хӗлхем» спорт шкулӗнче директор ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Леонтьева ӑннӑ. Уйӑрса панӑ вӑхӑтра — виҫӗ сехет ҫурӑ хушшинче — Мӑн Ямаш шкулти вӑй-хал культурине вӗрентекен Евгений Назаров вӑлтине пуринчен ытла пулӑ ҫакланнӑ. Чи пысӑк пулӑ спорт шкулӗн директорне Валерий Сергеева ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Тӑвай районӗнчи вӗренӳ учрежденийӗсем ветерансемпе тӗл пулассине йӑлана кӗртнӗ. Вырӑнтисем шкулсенчи учительсемпе вӗренекенсем «Юнашар пурӑнакан ветеран» акци ирттереҫҫӗ тесе хыпарлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра шкул ачисем кил-тӗрӗшре кӑна мар, сӑвӑсем вуласа параҫҫӗ иккен. Нумаях пулмасть Кивӗ Элпуҫ ялӗнчи шкул ачисем Алексей Иванов ватӑ патӗнче пулнӑ. Вӑл — педагогика ӗҫӗнче тӑрӑшса тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ҫын. Ачасем Алексей Иванович кил хушшине юртан тасатса панӑ. Ватӑ ачасене кӑна мар, шкул коллектвине те чунтан тав тунӑ. Ҫапла пулӑшни, ун шучӗпе, гражданла яваплӑха ӳстерет, ҫамрӑксене тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентет. Ольга Григорьева, Денис Иванов, Ольга Никифорова, Ольга Николаева, Павел Тимофеев, Андрей Гурьев, Петр Гурьев, Алла Яковлева уйрӑмах палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Енре «халӑх инвентаризацийӗ» пуҫланать. Ӑна усӑ курман ҫӗрсене палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Ун пеккисен «йӗрӗ» ҫине ҫынсем тӗллесе кӑтартни тӑрӑх ӳкӗҫ. Инвентаризаци «ялсен ҫӗрӗсем» шутланакан категорири ҫӗрсене пырса тивӗ. Хӑйне евӗр ӗҫе икӗ тапхӑрпа ирттерме палӑртнӑ: пӗрремӗшӗнче усӑ курман ҫӗрсене тупса палӑртӗҫ. Ҫӗрпе тӗллевлӗ усӑ курман ҫӗр пирки те тепӗр кӳршӗ-аршӑ ним мар ҫӑхавлӗ тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Иккӗмӗш тапхӑрта, ку ӗҫе юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ирттерме йышӑннӑ, ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗсен базине хатӗрлӗҫ. Инвентаризаци 2015 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗччен пымалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Урхас Кушкӑ ялӗнчи культура центрӗнче хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ ҫӗр уҫма хутшӑннӑ ҫынсенчен пӗринпе, Михаил Ивановпа, тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна ҫӗнӗ ҫӗр уҫнӑранпа 60 ҫ-ул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ. Михаил Иванов 1959-мӗш ҫулта, ун чух вӑл вун тӑххӑрти каччӑ пулнӑ, ҫӗнӗ ҫӗр уҫма тухса кайнӑ. Вӑл Казах ССРӗнчи Макински районти «Амангельды» совхоза лекнӗ. Унта ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл Ял хуҫалӑх механизацийӗн Сталин училищинче тракториста вӗреннӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, тӑрӑшӑвне кура ӑна унтах хӑварасшӑн тенӗ. Анчах тӑван кил туртӑмӗ вӑйлине кура вӑл икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн таврӑннӑ та «Звезда» колхозра тракториста кӳлӗннӗ. Кӑштахран ӑна машинӑпа трактор паркӗн юсав мастерскойӗн ертӳҫине лартаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |